Петрова (Ахтимирова) Роза Николаевна — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1939 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тенеяль ялӗнче ҫуралнӑ.
1991 ҫултанпа Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗнче, 2001 ҫултанпа Раҫҫей Федерациӗн журналисчӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑрать. 1994 ҫулта Удмурти Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, 1997 ҫулта Чӑваш Енӗн халӑха вӗрентекен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ячӗсене тивӗҫнӗ.
1992 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ пӗтӗм чӑваш нациӗн премиӗн, 2002 ҫулта К. Герд ячӗллӗ пӗтӗм удмурт нациӗн премиӗн лауриачӗ пулнӑ.
Кун-ҫулӗ
Чӑваш педагогика институчӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи Арапуҫри вӑтам шкулта вырӑс тата чӑваш чӗлхипе литературине ачасене вӗрентнӗ. Мускавра вырнаҫнӑ Наци шкулӗсен институчӗнче кандидат диссертацине хӳтеленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн аслӑ вӗрентӳ заведениӗсенче вӗрентекен тата доцент пулса ӗҫленӗ.
Пултарулӑхӗ
Малтанхи хайлавӗсем 1966 ҫулта Вӑрмар районӗн «Хӗрлӗ Ялав» тата Тӑвай районӗн «Ял ӗҫченӗ» хаҫатсенче пичӗтленнӗ. Калавӗсем республикӑра тухса тӑракан ытти хаҫат-журналсенче те час-часах кун ҫути курнӑ.
Кӗнекисем:
Чӑвашла:
- «Асанне халалӗ» (калавсем, 1993);
- «Чӑвашсен ырӑ йӑла-йӗркисем» (калавсем, очерксем, аса илӳсем, 1993);
- «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» (пухаканӗ, Г. Юмартпа пӗрле, 1993);
- «Роза Шевлепи пултарулӑхӗ» (монографи, 1998);
- «Юхма Мишши пултарулӑхӗ тата халӑх педагогики» (очерксем, 1996);
- «Чӑваш литературине шкулта вӗрентме ҫыхӑннӑ меслетсем» (ӑслӑлӑх кӑларӑмӗ, 2001);
- «Тӑван сӑмах» (4-мӗш класс валли вӗренӳ кӗнеки, пухаканӗ, П. Дмитриевпа пӗрле (1988), Т. Артемьевӑпа тата О. Печниковпа пӗрле (1992));
- «Чӑваш литературине вӗрентес хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем» (Вӗрентӳ пособиӗ, Д. Филипповӑпа пӗрле, 1989);
- «Ӑсталӑх тӳпинчен» (1999);
- «Г. Красновпа Г. Желтухинӑн «Пурнӑҫ иккӗ килмест» кӗнекинчи фольклорпа сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен педагогика» (монографи, 1999);
- «Ачалӑхри тусӑмсем» (новеллӑсем, 2002);
- «Чӑвашлӑх управӗ» (очерксем, 2002);
Вырӑсла:
- «Мишши Юхма в контексте мировой литературы» (монографи, 1998);
- «Чувашская фольклорная педагогика в контексте словесной культуры народов Урало-Поволжья» (монографи, 2002);
Чӑвашла куҫарнисем:
- «Тӑрӑ ҫӑлкуҫсен кӗвви» (1993);
- А. Авиповӑн «Хура кӗркунне» (калавсем, 1999);
- В. Ар-Сергиӗн «Хурчка чӗппи» (калавсем, 1996);
- К. Гердӑн «Матьи» (калавсем, хайлав, статьясем, 1999);
- В. Крыловӑн «Шыв ҫинчи ҫӑлтӑрсем» (калавсем, 1998);
- В. Ванюшевӑн «Салам, Шупашкар!..» (калавсем, 1999);
- Г. Пироговӑн «Асамат кӗперӗ» (калавсем, 1998);
- В. Ванюшевӑн «Туслӑх — содружество — эшьяськон» (калавсем);
- Л. Кутяновӑн «Шурӑ лили» (сӑвӑсем, 1998);
- М. Петровӑн «Кивӗ Мултан» (роман, 1999);
- «Удмурт калавӗсем» (2002);
- «Элнет юррисем» (2002).
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-06-18 19:31:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9942 хут пӑхнӑ.